Паян, кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре, Шупашкарти Литература музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Юрий Айташӑн юбилей каҫӗ иртмелле. Унта литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, шкул ачисем пухӑнмалла.
Юрий Айташ 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче учитель те пулса ӗҫленӗ, Чӑваш телевиденипе радиовещани комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче те. Ҫирӗм ҫул ытла вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ, каярах вара — «Тӑван Атӑл» литература журналӗн проза пайӗн редакторӗнче. Юрий Айташ — поэт, прозаик тата куҫаруҫӑ. Вӑл А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин, швед, украин, белорус, болгар, азербайджан поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Литература лаҫҫине вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче — 70-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче «Йӗплӗ роза», «Кӑнтӑр ҫутипе» хайлавсемпе кӗнӗ. Унти тӗп сӑнсем — пултарулӑх интеллигиенцийӗ.

Ӗнер, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, юнкун Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ — пултаруллӑ сӑвӑҫ Раиса Сарпи хӑйӗн юбилейне палӑртрӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла хыҫҫӑн 14 сехетре пуҫланчӗ. Малтан хӑнасене ятарласа хатӗрленӗ «Чун хӗлхемӗ — халӑха» куравпа паллаштарчӗҫ. Кунта сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.
Малалла музейӗн аялти залӗнче юбиляра тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗҫ. Хӑнисем чылайччӗ — Патӑрьел районӗнчи ачасем, ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗнчен тата ыттисем пулчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ каҫра юрӑ-ташӑ та нумай янрарӗ — юбиляра кашни чун чӗререн салам сӑмахӗсене каласшӑн пулчӗ.
Сӑнсем: кӗске вариант (19), тулли вариант (86). Авторӗ: О. Цыпленков.

Раштавӑн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Любовь Мартьянова ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа «Эсӗ чӗртнӗ вучах» ятлӑ курав уҫӑлать. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Любовь Васильевна Мартьянова 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Октябрьскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ.
Каярахпа Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Эп чӗртнӗ вучах» (1982), «Сенкер ачалӑх» (1983), «Шурӑ юр юрри» (1986), «Йышӑнман сӑмахсем» (1991).

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче, юнкун, К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа литература каҫӗ иртрӗ.
Мероприятие хӑнасем чылай килчӗҫ. Тӑванӗсем те пурччӗ — ҫыравҫӑн Ольга хӗрӗ, Николайпа Степан мӑнукӗсем пулчӗҫ. Мероприяти ячӗпе «Ҫӗр ҫинчи йӗрсем» курав та йӗркеленӗччӗ — сӑвӑҫ япалисем, туи, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекисем унта вырнаҫнӑччӗ. Тӑванӗсем куравпа паллашрӗҫ, кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Стихван Шавли сӑвӑҫа асӑнса ирттернӗ май ҫыравҫӑсем, общество ӗҫченӗсем нумайччӗ — Виталий Станьял, Порфирий Афанасьев, Борис Борлен тата ыттисем. Шкул ачисемпе студентсем те пурччӗ — вӗсем поэт хайланӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.
Пӗлме: Стихван Шавли Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Каменкӑра 1910 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шӑп та лӑп кулӑш кунӗнче, А. Смолин сӑвӑҫ 50 ҫул тултарчӗ! Ҫак куна халалласа литература музейӗнче унӑн автор каҫӗ иртрӗ.
Чаплӑ сӑвӑҫа саламлама унӑн тӑванӗсем, ҫывӑх юлташӗсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ — литература музейӗн залӗ тӑп-тулли пулчӗ. Саламлаканӗсен чаречӗ пӗрре те пӗчӗкленмерӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри Анатолий Смолина ҫуралнӑ кунӗпе тата юбилейӗпе саламларӗ. А. Смолин та кая юлмарӗ, хӑйӗн сӑввисене темиҫе хут та пӑхмасӑр каласа пачӗ.
Chuvash.Org пӗрлӗх те А. Смолин ҫак юбилейпа саламлать, ырлӑхпа сывлӑх сунать, хӑйӗн пултарулӑхӗпе малашне те савӑнтарма сӗнет.
